Открытый урок в 3 классе по теме Кайксем – пирн туссем



Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗнче 3А класра ирттернӗ урок планӗ

Ирттерекенĕ : Алексеева Ольга Ивановна

Тема: Кайăксемпирӗн туссем!

Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.

Тĕллевĕсем:

«Кайăк тусĕ» калавпа паллаштарасси, пултарать сăмахпа сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупма вĕрентесси;

фонетика, лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, монолог (ÿкерчĕксем тăрăх предложенисем йĕркелени), çыру хăнăхăвĕсене аталантарни;

вĕçен кайăксене пулăшмалли çинчен, вĕсене кÿрентермелле марри çинчен асăрхаттарса каласси.

Словарь ĕçĕ:

сырăш – кормушка, çак – вешать, çăкăр тĕпренчĕкĕ – крошки хлеба, пултарать – может, тырă – зерно, тулă — пшеница.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки (кĕнеке авторĕ — Г.В. Абрамова), презентаци, Айпи ÿкерчĕкĕ, карточкăсем (çыру ĕçĕ пурнăçлаттарма), кайăксем ÿкернĕ ÿкерчĕксем.

Урок юхăмĕ:

І. Хатĕрлев тапхăрĕ.

( Учительпе ачасем пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ. Сăвă каласа параççĕ.

Сывлăх сунатăп!

Сывлăх сунатăп!

Эпĕ аван пурăнатăп!

Эпĕ аван пурăнатăп!

Сире те çавна эп сунатăп!)

ІІ. Пуплев саманчĕ. (Учитель ачасене паянхи кун çинчен ыйтусем парса калаçтарать).

— Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

— Халĕ мĕнле уйăх? Пуш уйăхĕ-и, ака уйăхĕ-и?

— Паян миçемĕш число?

— Паян мĕн кун?

— Паян çанталăк мĕнле? Ăшă-и, сивĕ-и?

( Ыйтусене хуравласа пĕтерсен вĕрентекен урок тĕллевĕсемпе паллаштарать:

— Урокра «Кайăк тусĕ» калав вулăпăр, чăн-чăн кайăк тусĕпе Алешăпа паллашăпăр, çĕнĕ сăмахсем вĕренĕпĕр).

ІІІ. Çĕнĕ тема.

пултарать сăмахпа слайдсенчи тĕслĕхсемпе усă курса паллаштарни;

пултарать глаголлă предложенисене ыйту лартма вĕрентни;

(Кунта ачасем кĕнекери 123-мĕш страницăри 4-мĕш ĕçе хăйсене тĕллĕн пурнăçлаççĕ. Ушкăншар, хорпа вуласа параççĕ).

«Кам мĕн тума пултаратьвăйă выляни;

Хускану саманчĕ. (Ачасем пурте пĕрле сăвă каласа тĕрлĕ хусканусем туса канса илеççĕ).

Вĕçсе килчĕç кайăксем

Пĕчĕк-пĕчĕк кайăксем.

Хаваслăн сикеççĕ,

Пĕрчĕсем сăхаççĕ.

кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;

«Мĕнле кайăксем пытаннăши?» вăйă выляни; (Ачасем слайдри асамлă тÿркĕтеслĕхре кайăк ячĕсене тупса вуласа параççĕ. Ĕçе вĕçлесен учитель ачасене кайăксем çинчен тĕрлĕ ыйту парса калаçтарать. Унтан пурте пĕрле пĕчĕк пĕтĕмлетÿ туса хăвараççĕ:

— Кайăксем пире хăйсен илемĕпе, хитре юррисемпе савăнтараççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ. Кайксем – пирĕн пĕчĕк туссем. Вĕсене йывăр чухне пулăшмалла.

(Малалла учитель кайăк тусĕпе Алешăпа паллашасси çинчен пĕлтерет).

«Кайăк тусĕ» калавпа паллашни;

а) словарь ĕçĕ;

ă) калава тишкерни;

б) ыйтусене хуравлани;

IV. Çирĕплетÿ тапхăрĕ.

«Сырăш çине мĕн-мĕн хураççĕ?» кластер тăвасси; ачасем икĕ ушкăна пайланса ĕçлеççĕ.

çыру ĕçĕ пурнăçлани; учитель ачасене кашнинех карточкăсем çине пичетлесе хатĕрленĕ ятарлă ĕç валеçсе парать.

Проведи одну непрерывную ломаную линию по буквам , чтобы у тебя получилось предложение. Запши и переведи его на русский язык. Начинать нужно с буквы К в кружочке.

К Ă Й Л Ă Н М

С К А У Ш А А

Е Н Е П М А Н !

(Кайăксене пулăшма ан ман!)

V. Урока пĕтĕмлетни.

— Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?

— Мĕнле çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр?

— «Кайăк тусĕ» калаври Алеша мĕнле арçын ача?

— Кайăксем çинчен мĕн калама пултаратăр? Кайăксем мĕнле?

— Сире хăш кайăк килĕшет? Мĕншĕн?

— Эсир кайăксене пулăшатăр-и?

— Вĕсене мĕнле пулăшатăр?

— Пирĕн мĕншĕн кайăксене пулăшмалла?

VI. Киле ĕç пани.

5-мĕш ĕç. 124 стр. (илемлĕ вуламалла)

VІІ. Ачасен ĕçне хаклани.

Урокра хастар ĕçлекенсене учитель тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен касса кăларнă чечексем парнелесе тухать, хавхалантарать.

VIII. Сывпуллашни. Ачасем сăвă каласа пĕр-пĕринпе сывпуллашаççĕ.

Сывă пулăр! Сывă пулăр!

Яланах хаваслă пулăр!

Яланах илемлĕ пулăр!

Яланах телейлĕ пулăр!

Сывă пулăр! Сывă пулăр!

Шăнкăрав




map